«Айхи вулавě» сăвă конкурс

«Айхи вулавě» сăвă конкурс призерěсем

Пĕр çул пурăнатпăр Айхисĕр,

Ик çул пурăнатпăр Айхисĕр,

Вун ик çул пурăнатпăр Айхисĕр -

Поэзии ани Айхисĕр

     Чăнах та калатăп, - хĕмсĕр!- Акă ĕнтĕ вун икĕ çул çитрĕ Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи пиртен уйрăлса кайнăранпа. Анчах вăл чĕртсе хăварнă поэзи хĕмĕ пĕрре те иксĕлмест, вăй илнĕçемĕн вăйланса пырать. Кăçал та Г.Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти тĕп шкул районти сăвă вулакансен конкурсне вун иккĕмĕш хут пуçтарчĕ.

     Районти сăвă вулакансен конкурсĕ икĕ номинаципе иртрĕ: "Айхи сăввисем" тата юбиляр – поэтсен сăввисем.

     Патӑрьелěнчи пěтěмěшле пěлÿ паракан иккěмěш вӑтам шкулта вĕренекенсем те çитĕнÿсемпе савăнтарчĕç: хăйсен номинацийĕсенче Кошкина К. (7а класс, вěрентекенě -Иванова М.И.), Торговцев А. (9а класс, вěрентекенě - Дмитриева Т.Ф.), Мыльникова Д. (10а класс, вěрентекенě - Хлебникова Г.Ф.) призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç.

     Призерсемпе вěрентекенсене саламлатпӑр, малашне те пысӑк çитěнÿсем сунатпӑр!