Чăваш чěлхипе тата литературипе VI методика фестиваль çěнтерžçисем

 

    

     Нарăс уйăхěн 28-мěшěнче район шайěнче Патăрьелěнчи иккěмěш вăтам шкулта чăваш чěлхипе тата литературипе VI методика фестивалě иртрě. Çакăн пек пысăк мероприяти ирттерни пěр-пěрин ěç опычěпе паллаштарма çул уçса парать. Фестивале 20 вěрентекен хутшăнчě. Вěсенчен паянхи çěнě технологине пăхăнса йěркеленě уçă уроксем, класс тулашěнчи тěрлě енлě ěçсем тата мастер-класс ирттерчěç. Пурне те дипломсем парса чысларěç. Эксперт комиссийĕ тишкерÿ тунă хыççăн Патăрьелěнчи иккěмěш вăтам шкул вěрентекенěсем те тěрлě номинацире çěнтерžçě ята илме тивěç пулчěç.

     «Чăваш чěлхипе акăлчан чěлхи хутăш урок» номинацире Хлебникова Г.Ф. тата Щукина Т.А. çěнтерžçěсем.

     «Чи лайăх класс тулашěнчи ěç» номинацире Дмитриева Т.Ф. тата Иванова М.И. çěнтерžçěсем пулса тăчěç.

     Фестивале хутшăннă чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсене, вěренекенсене тав сăмахě калатпăр, малашне те хастар пулма ăнăçу сунатпăр!