Эпир тăван чěлхе тусěсем

Эпир тăван чěлхе тусěсем.

        Ака уйăхěн 23-мěшěнчен пуçласа 28-мěшěччен пур шкулта та чăваш чěлхипе литература эрнине ирттерме палăртнă. Чăваш чěлхипе литература вěрентекенěсем эрне планне тěрлě мероприятисем кěртме тăрăшрěç.

       Эрнен пěрремěш кунě И.Я.Яковлев вěрентекене халалласа ирттернě «Чăваш чěлхи- тăван чěлхе» литмонтажпа уçăлчě. Тăван чěлхе çинчен шăранса тухакан сăвă йěркисене ачасем тимлěн итлесе ларчěç. Литмонтаж вěçленнě хыççăн шкул библиотекарě ачасене «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан» выставкăпа паллаштарчě. Çак ěç те вěренекенсемшěн кăсăклă пулчě. Вěсем И.Я.Яковлев тата ун çинчен çырнă кěнекесем тăрăх ыйту хыççăн ыйту пачěç, хуравсемпе кăмăллă юлчěç.

        Малаллахи пайěнче вара хамăрăн просветителе халалласа йěркеленě «Эпир тăван чěлхе тусěсем» викторина тупăшăвě иртрě. Ку тупăшура та 5а,5б,6а,6б класра вěренекен ачасен хастарлăхне куртăмăр. Уйрăмах, çак ачасене палăртса хăварас килет: Муськина С., Дмитриева А., Чернова Е., Солдатова А., Дюкина Н., Лукова А., Селендеева А., Поляков Ю., Григорьева С., Сельцова О., Петрова К., Туктина Е., Шемалакова К., Михайлов В., Евреев А..

       Эрне тăршшěпех шкул ачисем тăрăшса ěçлессе, мероприятисене хастар хутшăнасса шанас килет. Пурне те пысăк çитěнžсем туса пыма ăнăçу сунатпăр!