«Пěтěм чăваш диктанчě»

«Пěтěм чăваш диктанчě» акци

      Чăваш чěлхипе литература эрнин планěпе килěшžллěн ака уйăхěн 24-мěшěнче шкул ачисем «Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăнчěç. Диктант çырма пурě 80 ача тата 6 вěрентекен кăмăл турěç. Вěсенчен кашнийě тăван чěлхене юратас, хисеплес, унпа калаçура е çырура усă курас туйăма малти вырăна хума тăрăшрěç.

      Кунсăр пуçне 7а, 7б класра вěренекен ачасем шкул музейěнче экскурсире пулчěç, хăйсен пěлěвне туптас, аталантарас тěлěшпе тимлěх уйăрчěç. Экскурсовод вěренекенсене ěлěкхи экспонатсемпе, чăваш халăхěн пурнăç историйěпе паллаштарчě. Çиччěмěшсене ку мероприяти питě килěшрě, хăйсем мěн пěлнине каласа пама пултарчěç. Юлашкинчен, музея тěрлě материал пухса пуянлатас ěçре пулăшма сăмах пачěç.