Раççее ĕненĕр, вара вăл сирĕншĕн тăван анне пул

Раççее ĕненĕр, вара вăл сирĕншĕн тăван анне пул      

  Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине республикăра анлă паллă тăваççĕ. Шкулсенче, культура çурчĕсемпе библиотекăсенче ăна халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.

        Ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче Шупашкарта оперăпа балет театрĕнче «Раççее ĕненĕр, вара вăл сирĕншĕн тăван анне пулĕ» ятпа пысăк уяв иртрĕ. Уява Тутар, Пушкăрт, Мордва Республикисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен тата аякри ытти çĕртен пурĕ 200-е яхăн делегат килсе çитрĕç.

       Патăрьел районĕнчи Патӑрьелěнчи 2-мěш вӑтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Хлебникова Г.Ф. та çак уявра пулса савăнчĕ.