Чăваш чěлхи кунне халалласа

Чăваш чěлхи кунне халалласа

         Иван Яковлевич Яковлев пурнăçěпе ěçě-хěлě çинчен çулран-çул пěлмелли žссех пырать. Унăн ячě чăвашра кăна мар, пěтěм тěнчипе кěрлет.

         И.Я.Яковлева халалласа «Хăвăн çěр-шывна юрат, историе хисепле» класс тулашěнчи ěç 8а,8б класра вěренекенсемшěн интереслě те тухăçлă иртрě. Ахальтен мар чăваш чěлхи кунě И.Я.Яковлев çуралнă кунпа пěр килет. Вăл хăйěн ěмěрне чăваш халăхěшěн ěçлесе ирттернě. Чăваш ачисем валли шкулсем уçнă, чăваш букварě йěркеленě, вырăс çыравçисен ěçěсене чăвашла куçарнă. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Дмитриева Т.Ф. каласа панă тăрăх, чăваш чěлхи кунне паллă туни туслăха çирěплетме, çавăн пекех чăвашсен йăли- йěркине тытса пыма пулăшать.

         Уйрăмах, чăвашлăх, тăван ен çинчен каланă сăвăсем янăрани, И.Я.Яковлевăн калавěсене чăвашла-вырăсла пăхса тухни, ваттисен сăмахěсене аса илни, пěчěк сценкăсем выляса кăтартни вěренекенсен кăмăлне кайрě.

        Юлашкинчен хамăрăн тăван чěлхене, тăван ене, йăла-йěркесене мěн пěчěкрен тытса пымалла тесе пěтěмлетž турěç