И.Я.Яковлев – аслă вěрентекен

И.Я.Яковлев – аслă вěрентекен

          Патăрьелěнчи 2-мěш вăтам шкулта чăваш чěлхипе литература учителěсем йěркеленипе аслă класра вěренекенсем «И.Я.Яковлев – аслă вěрентекен» презентации хатěрлерěç. Чăваш просветителěн пултарулăхěпе, кун-çулěпе паллашрěç, ун ěçěсем çинчен тěплěн каласа пачěç. Мероприяти И.Я.Яковлев халалне чăвашла-вырăсла-акăлчанла вуланипе малалла тăсăлчě. Халал шухăшне пěтěмлетсе чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Хлебникова Г.Ф. Иван Яковлевич Яковлева халалласа çырнă сăвăпа вěçленчě.

Яковлев халалě – Чăваш Ен мухтавě.
Тыткăнлать чăваша, тутара, вырăса…
Вăл çырни нимěçре, францире – чун хавасě,
Янăрать тăванла чěлхене çаврăнса.
 
Аптраманăн йăхне – ыр чăвашăн ятне-,
Шанăçтарчě савса çут тěнче анине.
Тухăçпа анăçа, кăнтăрпа çурçěре-
Хěвел пек ăшăтса, çул хывса пур çěре.
 
Иван Якольч сасси – авалхи чан сасси,
Çěнě кун килессе ěненни, шанчăк пани.
Ун халалě – хайне евěр патшалăх кěвви,
Çěнě ěмěр çеми – чун хушни.
 
Яковлев халалě – ылтăн пек хаклăскер,
Самрăка, ваттине чун пекех кирлěскер.
«Раççее юратар, анне пек хисеплер»тени, -
Чăвашра юлатех пин-пин çул малашне.