«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш»

«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурсĕ.

          Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ, «Чăваш халăх сайчĕ», Чăваш ен наци радиотелекомпанийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Республикин наци библиотеки «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурсне ирттерчĕ. Унта шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе педагогсем хутшӑнма пултарчĕç.

         Конкурсӑн тӗллевӗ - чӑваш чӗлхине аталантарасси, ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхе илемне туйма вӗрентесси, хӑйсен пултарулӑхне аталантарма хӑнӑхтарасси, аслисене ку ӗҫе хастартарах хутшӑнтарасси.

         Видеосӑвӑсене «Шкул ТВ» канала кӗртсе вырнаҫтарнӑ. Видеоконкурса хутшӑнма питĕ нумай ӗҫ йышӑннӑ. Вӗсен хушшинче пирӗн шкул ачисен ӗҫӗсем те пур. Конкурса хутшăнма ачасене Спинова О.Н., Николаева Т.В., Смирнова В.Н. тата Сергеева Г.В. вĕрентекенсем тăрăшрĕç.

         Ҫак кунсенче жюри членӗсем ӗҫсене хакларĕç. Эпир видеоконкурса хутшшӑннӑ ачасене: Е.Агеевана, У.Волкована, Д.Матвеевана, Р.Никитина (3-Б класс), В.Сергеевана (3-А класс), М.Николаевана (1-А класс), тата У.Семёнована (2-Б класс) тав тăватпăр. Пирĕн шкулта вĕренекен Д.Матвеева хисеплĕ вырăн йышăнма пултарнишĕн чун-чĕререн саламлатпăр. Ăна малашне те ăнăçу сунатпăр!