Вěренекенсен пултарулăхě

Вěренекенсен пултарулăхě.

           Ака уйăхěн 28- мěшěнче хамăрăн просветителе, Иван Яковлева, халалласа ăсталанă žкерчěксен, кроссвордсен, ребуссен, сăвăсен конкурсě иртрě.

          Республика шайěнче иртнě «Мы-правнуки Яковлева» сăвă конкурсěнче Егоров Е., Селендеева А. хăйсем çырнă ěçěсемпе сертификат илме тивěçлě пулчěç. Çавăн пекех «Манăн халăх – манăн çěр-шыв» регионсем хушшинче И.Я.Яковлева 170 çул тултарнине халалласа ирттерекен конкурса Дмитриева А., Селендеева А. ěçсем тăратрěç.

         Вěренекенсем эрне тăршшěпех пысăк хавхаланупа ěçлерěç. Чăваш чěлхипе литература вěрентекенěсем ертсе тата пулăшса пынипе вěсен ěçěсем шкулта тухса тăракан «Пирěн сасă» хаçатра пичетленчěç. Çак ěçре уйрăмах 5а, 6а, 6б, 8б класра вěренекенсем палăрчěç, малти вырăнсене тухрěç. Малашне те ачасене ăнăçусем сунатпăр!