2018 çулхи чÿк уйăхěн 22-мěшěнче чăваш чěлхине малалла аталантарас, халăх хушшинче сарас, пултаруллă шкул ачисене тупса палăртас, ачасен пултарулăхне йěркелеме тата вěсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшшě-амăшне анлăрах явăçтарас тěллевпе Чăваш Республикин вěренÿ институтěнче «Реклама тěнчи» конкурс иртрě. Конкурс çěнтерÿçисене 6 номинаципе палăртрěç.
Патăрьелěнчи 2-мěш вăтам шкулта вěренекен Воробьева М.(10а кл.)-ертÿçи Хлебникова Г.Ф. «Чи лайăх коммерции реклами» номинацире 2-мěш вырăн çěнсе илме пултарчě. Номинацире «Хурăн милěк» уссине рекламăларě.
Çěнтерÿçе саламлатпăр, малашне те пысăк çитěнÿ тума сунатпăр!