Марина Карягина вулавĕн ҫĕнтерÿҫисем

     Раштав уйăхĕн 12- мĕшĕнче вӑтам классенче вĕренекенсем   Марина Карягина çуралса ÿснĕ ялта, Кивĕ Ахпÿртри тĕп пĕлÿ паракан шкулта, район шайĕнче  «Марина Карягина вулавĕсем» сӑвӑ конкурсне хутшăнчĕҫ.   Конкурс-ăмăрту виçĕ номинаципе иртрĕ. 8-9  класра вĕренекен ачасем хушшинче «Тёнче сӑнне илсе хам витĕр кӑларӑп…» номинацире  Кошкина Карина- 8а  (ертÿçи – Иванова М.И.)  1-мĕш вырăна, 5-7 классем хушшинче Мишина Келли-5а  (ертÿçи - Дмитриева Т.Ф.) 2-мĕш вырӑна  çĕнсе илме пултарчĕҫ. «Видеоролик, презентаци, лэпбук, буктрейлер, буклет… ӑсталӑх» номинацире вĕрентÿҫĕсен хушшинче Иванова М.И. тата Дмитриева Т.Ф. ҫĕнтерÿҫĕ ята  тивĕҫрĕҫ.  Дмитриева А.(6а) Марина Карягина пултарулӑхĕ тӑрӑх  тунӑ видеороликшăн  тата «Ҫамрӑк краевед» кружок членĕсем йĕркеленĕ  презентацишĕн (ертÿçи – Хлебникова Г.Ф.)  ҫĕнтерÿҫсем пулса тăчĕҫ.
       «Марина Карягина вулавĕсем» сӑвӑ конкурсне хутшӑнма хатĕрленĕ ачасен вĕрентекенĕсене те тав сӑмахĕ калатпӑр. Малашне те çитĕнÿсем туса пыма çирĕп сывлăх, пысăк хастарлăх сунатпăр.