Патăрьел çулсерен çӗнелсе, çӗкленсе, пуянланса пынине пурте куратпăр. Çав вăхăтрах вăл авалхи ял пулнине манмастпăр. Унăн кун-çулӗ паха энциклопеди пек çырăнса юлнипе шкулти «Çамрăк краевед» кружок членӗсем уйрăмах кăсăкланаççӗ. Малтанхи шкул, чиркӳ, больница , почта ăçтарах вырнаçни пирки ялти ватăсенчен ыйта-ыйта пӗлтӗмӗр. Ытларах пӗлес тесе Патăрьел ял администрацине çул тытрăмăр . Унччен Ял совечӗ тенӗ ăна. 1927 çулта çирӗпленнӗскерӗн историйӗ пуян. Чи кирли – ял халăхӗпе, шкулпа тачă çыхăнса ӗçлессине паян кун та шута хураççӗ кунта.
Çула май «Авангард» хаçат редакцине чарăнтăмăр. Çӗнӗ хыпарсемпе савăнтаракансем вӗренекенсемпе ăшшăн калаçрӗç, хаçат историйӗпе тӗплӗн паллаштарчӗç. Кӗçех юратнă хаçатăмăр 88 çул тултарать. Хамăр район хаçачӗ урлă паянхи пирки кăна мар, ӗлӗкхи Патăрьел çинчен чылай интереслине вуласа пӗлме пултарнишӗн савăнатпăр.