Пултарулăха ӳстереççӗ

    
      Шкулта иртекен Тăван чӗлхе эрнине «Çамрăк краевед» кружока çӳрекенсемпе пӗрле тăваттăмӗшсем  те хастар хутшăнчӗç. 6 а класра вӗренекенсем кӗçӗнреххисемпе ăсталăх урокӗ  ирттерчӗç. А. Дмитриева, Е. Ванина çамрăк вӗрентекенсем ертсе пынипе У. Иванова, Д. Андреев, А.Замкова тăмран тăрăшсах чăваш çи-пуçлă, тухьяллă  пикесем ăсталарӗç. Е. Агеева, З.Васильева, У. Волкова вара ӗлӗкхилле тетте пуканесене тӗрлӗ тӗслӗ çăм çиппинчен тума вӗренчӗç. Еç йӗркине кăтартса, йӗркелесе пыраканӗсем Е. Платонова, А.Еремеева, С. Муськина тата В. Герасимова пулчӗç. Пурте тăрăшса ӗçленине Е. Елистратова фотограф  çирӗплетрӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсене  черетлӗ «Мастер класс» питӗ килӗшрӗ. Çакăн пек уроксем уйрăмах вӗренекенсен ăсталăхне тата пултарулăхне туптама пулăшаççӗ.
                                                                                   Г. Хлебникова, вӗрентекен