Г.Айхи - чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раҫҫейри тата Европăри тĕрлĕ ҫĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ. Поэтăн кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куҫарнă. Г. Айхи пултарулăхĕпе эпир мухтанатпăр, ун ĕҫне эпир ҫÿллĕ шая хурса хаклатпăр.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче 3-11 класс вĕренекенĕсем районта 13-мĕш хут иртекен «Айхи вулавĕсем» поэзи фестивальне хутшăнчĕҫ. Конкурс 2-4, 5-7, 8-10 классем хушшинчи ÿсĕмсем тăрăх 2 номинаципе иртрĕ: 1) «Г.Айхин чăвашла тата вырăсла ҫырнă сăввисене вуласси»; 2) «Поэт-юбилярсен сăввисене (Ҫ. Элкер, И. Ивник, А. Ĕҫхĕл, Г. Илепер, Н. Янкас, Т. Тимкки) чăвашла вуласси».
Пĕрремĕш номинацире Головина Яна – 4 кл. (Вĕрентекенĕ: Солдатова Валентина Васильевна), Кошкина Карина - 8а кл. (Вĕрентекенĕ: Иванова Марина Ивановна) 1-мĕш вырăна тухрĕҫ. Иккĕмĕш номинацире Митрофанов Данил - 4 кл.(Вĕрентекенĕ: Солдатова Валентина Васильевна) призер ята илме тивĕҫрĕ. Ҫĕнтерÿҫĕсемпе призёрсене Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, ҫамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсемпе чысларĕҫ. Марфин Станислав -3а, Якушкина Софья -3б, Сергеева Валерия - 4а, Волкова Ульяна - 4б, Савдерова Снежана -10а конкурса активлă хутшăннине ĕнентерекен сертификатсем илсе таврăнчĕҫ.
Чăваш чĕлхине, поэзине юратакан ачасене чунтан саламлатпăр, малашне те пысăк ҫитĕнÿсем сунатпăр!