Пуш уйăхӗн 21-мӗшӗнче А.Ф. Талвир çуралнăранпа 110 çул çитрӗ. Аслă ентешӗмӗрӗн юбилейне асра тытса кӗçӗн çулхи вӗренекенсем шкулти краеведени музейӗнче экскурсире пулчӗç. Сумлă писателе халалланă стендпа, альбомсемпе, документсемпе паллашрӗç. А. Талвир çырнă «Пăва çулӗ çинче», «Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн», Йӗлтӗр йӗрӗ» кӗнекесене тыта-тыта пăхрӗç. Çавăн пекех шкулти «Çамрăк краевед» кружок членӗсем-улттăмӗшсем экскурсире пулнине пӗтӗмлетсе çыравçă пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ тăрăх викторина ирттерчӗç. Чи тавçăруллисен шутӗнче С. Муськинапа А. Дмитриева пулчӗç. Çакă савăнтарать: вӗренекенсем хисеплӗ ентешсем çинчен манмаççӗ.
Г. Хлебникова, вӗрентекен