Эпир тăван чěлхе тусěсем

     Ака уйăхěн 22-мěшěнчен пуçласа 27-мěшěччен пур шкулта та чăваш чěлхипе литература эрнине ирттерме палăртнă. Чăваш чěлхипе литература  вěрентекенěсем эрне планне тěрлě мероприятисем кěртме тăрăшрěç.
      Эрнен пěрремěш кунě И.Я.Яковлев вěрентекене халалласа ирттернě
«Чăваш чěлхи - тăван чěлхе» класс тулашěнчи ěçсемпе пуçланчě. Тăван   чěлхе çинчен шăранса тухакан йěркесем çинчен ачасем тимлěн итлесе ларчěç. Вěсем И.Я.Яковлев тата ун çинчен çырнă кěнекесем тăрăх ыйту  хыççăн ыйту пачěç, хуравсемпе кăмăллă юлчěç.
    Малалли пайĕнче ачасем театр тěнчинче пулса курчěç. «Театр ăс панă пек нимĕнле хулăн кĕнеке те вĕрентме пултараймасть», — тенĕ Ф.Вольтер.        Паян та театр хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Халăх спектакльсене юратса çÿрет. Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ тесе палӑртнӑ.                            
     Паян, апрелĕн 22- мĕшĕнче Патӑрьелĕнчи  «Çӑкӑр»  этнографи музейěнче савăнăçлă мероприяти пулчě. Çак мероприятие
Патӑрьелěнчи 2-мěш вӑтам шкулти 7б класра вěненекен ачасем валли халӑх театрě  йěркеленě тутарла тата чӑвашла сценкӑсем кӑтартрěç.
Ачасем театр тěнчипе çыхӑннӑ тěрлě терминсемпе, сӑнарсемпе  паллашрěç.
Артистсен тěрлě вылянӑвне, сассине тимлěн, кӑсӑкланса пӑхса
ларчěç.  Çакӑн пек ĕçсене хутшӑнни ачасен тавра-курӑмне аталанма
пулӑшать.
    Эрне тăршшěпех шкул ачисем тăрăшса ěçлессе, мероприятисене хастар хутшăнасса шанас килет. Пурне те пысăк çитěнӳсем туса пыма ăнăçу  сунатпăр!