Чăваш чӗлхи эрнине халалласа

          Ака уйăхӗн 23-мӗшӗнче шкулти  чи кӗçӗннисем - пӗрремӗшсем- шкулти краеведени музейне каяссине пӗлсен савăнса, хăпартланса кайрӗç. Пурне те асанне-кукамай тӗррисем, хушпу, сурпан, улăм пуканесем, çăпата, сăпка тыткăнларӗ. Хăш–пӗр япаласем килте упраннине пытармарӗç пӗчӗкскерсем.  Уйрăмах  сăпка мӗн тума кирлине пӗлсен тӗлӗнчӗç. Çапла, шкулта авалхи управ кӗтесӗ пурри вӗренекенсене чылай пулăшать. Мӗн чухлӗ курмалли, мӗн чухлӗ пӗлмелли, темӗн чухлӗ тӗпчемелли!