«Пěтěм чăваш диктанчě» акци

   Чăваш чěлхипе литература эрнин планěпе килěшžллěн ака уйăхěн 25-мěшěнче шкул ачисем «Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăнчěç. Диктант çырма пурě 157 ача тата 3 вěрентекен кăмăл турěç. Вěсенчен кашнийě тăван чěлхене юратас, хисеплес, унпа калаçура е çырура усă курас туйăма малти вырăна хума тăрăшрěç.
   Кунсăр пуçне Патӑрьелěнчи чӑваш чěлхипе литература учителсем йěркеленипе аслӑ класра вěренекенсем  «И.Я.Яковлев – аслӑ вěрентекен» презентации хатěрлерěç. Чӑваш просветителěн пултарулӑхěпе, кун-çулěпе паллашрěç, ун ěçěсем çинчен тěплěн каласа пачěç. Мероприятии И.Я.Яковлев халалне итленипе вěçленчě.  Вӑл вěрентсе каланӑ сӑмахсене ачасем ěмěр асра тытасса хытӑ шанас килет.