Паян, авăн уйăхӗн 12-мӗшӗнче, шкула Чăваш радио корреспонденчӗ О. Верликова килсе çитрӗ. Вăл шкул администрацийӗпе, вӗрентекенсемпе тата вӗренекенсемпе тӗл пулчӗ, интервью илчӗ.
11 а класра вӗренекен С. Савдерова - шкулта тухса тăракан «Пирӗн сасă» редакторӗ. Хаçат хăçан тата мӗнле сăлтавпа тухса пынипе паллаштарчӗ.
11 а класра вӗренекен М. Воробьева - чи хастар корреспондент, тӗрлӗ -тӗрлӗ конкурссен çӗнтерӳçи. Хальхинче те вăл хăй çырнă сăвва вуласа кăтартрӗ.
В. Трифонова (10 а), А. Галкин (9б) «Терроризма хирӗç» акцие хутшăнса мӗн-мӗн тунипе, М. Иванова (11а) спорт çитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗç. Вӗсем калани çумне хушса В. Ф. Солдатова ку вӗренӳ çулӗнче воспитани ыйтăвӗпе
мӗнле мероприятисем ирттерме палăртнине пӗлтерчӗ.
К. Кошкина (9а) чăваш чӗлхи предметне чунтан юратни пирки каларӗ. Корреспондент панă ыйтусене кăмăлтан хуравларӗ.
«Çамрăк краевед» кружок членӗсем А. Еремеева (7а), Н. Дюкина (7б) музей енӗпе занятисене, экскурсисене кайма кăмăлланине , «Эткер» ирттерекен конкурссене хутшăнма тăрăшнине палăртрӗç. Шкулта музей пурри хамăр чăваш халăхӗн аваллăхне çывăхрах пӗлме, тӗпчеме, тавра курăма аталантарма пулăшнине пӗлтерчӗç хӗр ачасем.
Л. В. Лялина, шкул директорӗ, панă интервью пуриншӗн те кăсăклă. Вăл паянхи шкул пурнăçӗпе кăна мар, малашнехи плансемпе, тӗллевсемпе паллаштарчӗ.
Кăçалхи вӗренӳ çулӗнче ырă улшăнусем пуласса тата пысăк çитӗнӳсем тăвасса кашниех шанать пирӗнтен.
Г. Ф. Хлебникова, чăваш чӗлхи вӗрентекен.