«Марина Карягина вулавĕсем» сӑвӑконкурс çĕнтерÿçисем

    Раштав уйăхĕн 12- мĕшĕнче вӑтам классенче вĕренекенсем   Марина Карягина çуралса ÿснĕ ялта, Кивĕ Ахпÿртри тĕп пĕлÿ паракан шкулта, район шайĕнче  «Марина Карягина вулавĕсем» сӑвӑ конкурсне хутшăнчĕҫ.   Конкурс-ăмăрту виçĕ номинаципе иртрĕ. 8-9  класра вĕренекен ачасем хушшинче «Тёнче сӑнне илсе хам витĕр кӑтартӑп…» номинацире  Кошкина Карина- 9 кл.  (ертÿçи – Иванова М.И.)  1-мĕш вырăна, 5-7 классем хушшинче Головина Яна- 5 кл.(ертÿçи – Солдатова В.Ф.) 2-мĕш, «Сӑвӑ çыртӑм васкаса…» (автор сӑввисем) номинацире  Митрофанов Денис -5 (ертÿçи – Дмитриева Т.Ф.) 2-мĕш вырӑна çĕнсе илме пултарчĕҫ. 3-4 классем хушшинче Якушкина Софья-4 кл. (ертÿçи – Кальметова Н.Н.), Паймина Анжела-4кл. (ертÿçи – Хлебникова Г.Ф.) 1- мĕш степеньлĕ дипломсемпе чысларĕҫ.Унсӑр пуçне Марина Карягина çĕнтерÿçĕсене кĕнекесем парса хавхалантарчĕ.