Тǎван чěлхе эрнине пěтěмлетнě май...

         Тǎван чěлхе – атте-анне парнеленě чěлхе, иксěлми пуянлǎх. Пурнӑҫ илемне эпир тӑван чӗлхерен курма-туйма пуҫлатпӑр. Вӑл пире хамӑр несӗлсен историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе, пурнӑҫӗпе паллаштарать.   Çитӗнекен ӑрӑва мӗн пӗчӗкрен  чӗлхемěре юратма, ǎна упрама вěрентсе пырасси кирек камшǎн та пěрремěш вырǎнта пулмалла.  
        Чǎваш Республикин вěрентÿ тата çамрǎксен политикин министерстви февралěн  18-мěшěнчен пуçласа 21-мěш таран Пěтěм тěнчери Тǎван чěлхе кунне ирттерме палǎртнǎ. Çак хушупа килěшÿллěн эпир февралěн 17-мěшпе 22-мěшчен Тǎван чěлхе эрнине туллин те анлǎн уявларǎмǎр. Палǎртнǎ кунсенче  чǎваш чěлхи çеç мар, вырǎс чěлхи те уççǎнах янǎрарě, вěренекенсене хǎй тасалǎхěпе тěлěнтерчě. Чǎваш, вырǎс  чěлхипе вěрентекен учительсем планланǎ ěçе туллин пурнǎçларěç, вěренекенсене тěрлě  мероприятисене явǎçтарчěç. Эрне тǎршшěпе кěнекесен выставки, чǎваш тата вырǎс словарěсемпе ěçлесси, кинофильмсем курасси, эссе тата сочинени çырасси, тěрлě конкурссене хутшǎнасси, викторинǎра тупǎшасси – пурте туллин пулса пычěç.
       Февралěн 22-мěшěнче вěренекенсем шкулта плакатсен, ÿкерчěксен, буклетсен конкурсне  хутшǎнса  хǎйсен ǎсталǎхне кǎтартрěç. Вырǎс тата чǎваш юмахěсем, калавěсем тǎрǎх тунǎ ÿкерчěксем çав тери курǎмлǎ пулчěç,  пурин кǎмǎлне те кайрěç.  Чи маттуррисен шутне  4а, 5а, 5б, 6а, 6б класра вěренекен ачасем кěчěç, вěсем пурте  грамотǎсемпе дипломсене  тивěçрěç.  
       Уйǎхсерен тухса тǎракан «Пирěн сасǎ» – «Голос школы» электронлǎ хаçатра та «Çамрǎк журналистсен студийě» кружок членěсем çав тери тǎрǎшса ěçлерěç, вулакана тěрлě енлěн кǎсǎклантарма пултарчěç.
       Тǎван чěлхе эрни питě тухǎçлǎ иртрě, пуриншěн те усǎллǎ пулчě.  
       Пěчěкрен вěреннě чěлхемěре юратма, хисеплеме, упрама пěлесси нумай чухне хамǎртан килет. Халǎхǎмǎра çутта кǎларнǎ  И.Яковлев кун çинчен пире пěрре мар вěрентсе каланǎ. П. Эйзин каланǎ йěркесем те тарǎн шухǎшлǎ пулнине куратпǎр:
                  «Кам тăван чĕлхене юратмасть,
                   Вăл тăван амăшне юратмасть.
                   Кам тăван амăшне юратмасть,
                   Вăл тăван халăхне юратмасть.
                   Кам тăван халăхне юратмасть,
                   Вăл Тăван  çĕр-шывне юратмасть».
Апла пулсан, тата янравлǎрах та çунатлǎрах пултǎр Тǎван чěлхемěр!