«Айхи вулавĕсем» поэзи фестивалĕнче

           Чăваш поэзине Европа, тĕнче шайне çĕклеме пултарнǎ поэт Геннадий Айхи сǎввисем паянхи кун  чылай чěлхепе янǎраççě: чǎвашла, вырǎсла, акǎлчанла, французла, нимěçле, турккǎлла, украинла, арабла, китайла ... .  Вěсем хǎйне майлǎ тěрлě çěр-шыв культурине çыхǎнтаракан «кěпер» пулса тǎраççě. Ентешěмěр пултарулǎхěпе эпир мухтанатпǎр, сǎввисене вуласа киленетпěр.
          Çулсеренех вěренекенсем район шайěнче иртекен «Айхи вулавěсем»  поэзи фестивальне хутшǎнса  пысǎк çитěнÿсем кǎтартаççě. Кǎçал та, февралěн 21-мěшěнче, 3-11 классенче ǎс пухакансем тěрлě номинацисенче тупǎшрěç. «Г.Айхин чăвашла тата вырăсла ҫырнă сăввисене  вулассинче»  К.Кошкина - 9а кл. (вĕрентекенĕ: М.И.Иванова)    1-мěш вырǎна, Д.Митрофанов – 5а кл. (вĕрентекенĕ: Т.Ф.Дмитриева) 3-мĕш вырăна  тухрĕҫ. «К.В.Иванов, Н.Ытарай поэт-юбилярсен сăввисене вуласси» номинацире Я.Головина – 5а кл. (вĕрентекенĕ: В.Ф.Солдатова), А.Ермолаев, А.Антонов, Ю.Максимова - 4а кл.  (вĕрентекенĕ: Е.М.Николаева) 2-мĕш вырăна çěнсе илчěç. Виҫҫĕмĕш  номинацире, ÿкерес ǎсталǎхпа,  А.Дмитриева-7а кл. (вĕрентекенĕ: Т.Ф.Дмитриева),  А.Кудрявцева –7б кл. (вĕрентекенĕ: М.И.Иванова) призер ята тивĕҫрĕҫ. Тăваттăмĕш номинацире те А.Дмитриева -7а кл. (вĕрентекенĕ: Т.Ф.Дмитриева) призер пулса тǎчě.   
         Ҫĕнтерÿҫĕсемпе призёрсене Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, ҫамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн грамотисемпе  чысларĕҫ. С. Якушкина (4б), А. Паймина (4б)  конкурса активлă хутшăннине ĕнентерекен дипломсем  илсе таврăнчĕҫ. Пурте маттур, пурне  те саламлатпǎр!
         Çавǎн пекех, шкулта тǎван чěлхе эрнин планěпе килěшÿллěн, 8а, 8б классем хушшинче, Г.Ф.Хлебникова, М.И.Иванова ертсе пынипе, «Эпир чǎваш чěлхи тусěсем» викторина иртрě. Ǎмǎртура хастар хутшǎнса  вěренекенсем тǎван чěлхе илемне туйма,  ун пахалǎхне курма пултарчěç,  Республикǎри паллǎ çынсем, чǎваш культури çинчен калакан ыйтусем те ачасемшěн питě кǎсǎклǎ  пулчěç.  Икě класě те  пěр пек шутпа çěнтерÿçě ята тивěçрěç. Пурне те ǎнǎçу сунатпǎр!