«Пěтěм чăваш диктанчě- 2020» акци

     Чăваш чěлхипе литература эрнин планěпе килěшӳллěн ака уйăхěн 24-мěшěнче шкул ачисем, учительсем, ашшӗ-амӑшӗсем «Пěтěм чăваш диктанчě-2020» акцие хутшăнчěç. Диктант çырма пурě 57 ача, 21 вěрентекен, 13 ашшě-амăшě хаваспах палӑртнӑ вӑхӑтра кам компьютер умне, кам радиоприёмник умне ларса текста тимлӗн итлеме хатěр пулчěç.
 «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулама Чăваш наци радиовĕн аслă редакторне  Владимир Егорова   çирĕплетнӗ. Текста вара Ю.Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ» хайлавăн пěр сыпăкне илсе панă.
    Чи пӑлхануллӑ тапхӑр хыçа юлнӑ ěнтě. Халě ачасемпе вěрентекенсен, ашшě-амăшěсен ěçěсене тěрěслесе хак парасси çеç юлчě.  Диктанта хутшăнакансем хӑйсен ěçěсене тивěçлě шайра пурнăçланине шанас килет.