Тӑван шкулӑмӑр уçӑлнӑранпа 130 çул çитрӗ. Çак паллӑ та сумлӑ юбилее уявлас тӗллевпе эпир, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, чылай ӗç туса ирттертӗмӗр: шкул çинчен тӗрлӗ материал пуçтартӑмӑр, ветеран учительсемпе выпускниксем çинчен калакан презентацисем йӗркелерӗмӗр, шкулӑн хальхи пурнӑçне çутатакан видеороликсем турӑмӑр, «Пирӗн сасӑ» электронлӑ хаçат кӑлартӑмӑр тата ыт. те. Ку ӗçсене йӗркелесе пыма пире шкул музейӗнче упранакан материалсем те питӗ пулӑшрӗç.
Унсӑр пуçне, шкул сайчӗ çинче ятарласа «130-летний юбилей» баннер уçӑлчӗ. Вӑл кунсерен шкул историйӗпе çыхӑннӑ материалсемпе пуянланса пырать.
Октябрӗн 19-мӗшӗнче, тӑван шкулӑмӑр юбилейне уявлама, инçет мелпе ирттерме палӑртнӑ «Zoom» платформӑна пуçтарӑнтӑмӑр. Кунта инçетри хӑнасем, выпускниксемпе ветеран учительсем йышлӑн хутшӑнчӗç. Конференцие хамӑр шкултанах вӗренсе тухнӑ, чылай çул хушши кунтах вӑй хуракан В.В.Думилина учитель ертсе пычӗ.
Чи малтан Валентина Витальевна пурне те шкул историйӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Вӑл пирӗн шкул çинчен пӗрремӗш хут Д.П.Троицкин «Краткий исторический очерк церковных школ Симбирской епархии» кӗнекинче асӑнса хӑварнине палӑртрӗ. 1890 çулта Н.Лебедев священник тӑрӑшнипе пӗр класлӑ шкул уçӑлнӑ иккен. Вӑл арçын ачасем валли çеç пулнӑ. Чиркӳре ачасене Турӑ саккунӗ çине тайӑнса вулама, çырма, шутлама вӗрентнӗ. Шкул валли ятарлӑ здани 1893 çулта хӑпартнӑ. 1902 çулта çакӑнта хӗр ачасем валли класс уçӑлнӑ. Пӗр хутлӑ йывӑç çуртра 1917 çулта пуçламӑш классен шкулӗ йӗркеленсе кайнӑ. 1971 çулта туса лартнӑ икӗ хутлӑ чул çурт паянхи кунчченех ларать, çулсерен илемленсе, çӗнелсе пырать.
Конференцин 2-мӗш пайӗнче шкулӑн паянхи пурнӑçне «Медиацентр» кружок членӗсем хатӗрленӗ видеоролик туллин çутатса пачӗ. Л.В.Лялина директор шкул аталанӑвӗпе ӳсӗмӗсем çинчен тӗплӗнрех чарӑнса тӑчӗ.
А.Табаков, хамӑр шкул выпускникӗ, хӑй вӗреннӗ вӑхӑтри самантсене аса илсе калаçрӗ, вӗрентекенсене тӗрӗс çул çине тӑма пулӑшнӑшӑн тав турӗ, ачасене тӑрӑшса вӗренме, йывӑрлӑхсенчен хӑрамасӑр малалла утма сунчӗ.
Чылай çул хушши завучра ӗçленӗ О И.Кудряшова пурне те юбилей ячӗпе чунтан саламласа чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем каларӗ, учительсен династийӗ пирки туллин каласа кӑтартрӗ.
Вӗренекенсенчен К.Шумилов(4б) тата А.Жукова (10г) тухса калаçрӗç. Вӗсем çак шкулта пӗлӳ илме пултарнишӗн питӗ хӗпӗртеççӗ, шкул çитӗнӗвӗсем çинчен савӑнса калаçаççӗ.
Палӑртнӑ конференци пуриншӗн те усӑллӑ иртрӗ. Шкул администрацине, учительсене, вӗренекенсене, выпускниксене, ветерансене пурне те пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр, ӑнӑçу сунатпӑр.
М.И.Иванова