«Айхи вулавĕсем»

«Айхи вулавĕсем»

 Г.Айхи - чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раҫҫейри тата Европăри тĕрлĕ ҫĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ. Поэт кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куҫарнă. Г.Айхи  пултарулăхĕпе эпир мухтанатпăр, ун ĕҫне  эпир ҫÿллĕ шая хурса хаклатпăр.

Нарăс уйăхĕн 10-17-мĕшĕнче 3-11 класс вĕренекенĕсем районти «Айхи вулавĕсем» поэзи фестивальне хутшăнчĕҫ. Конкурс 2-4, 5-8, 9-11 классем хушшинчи ÿсĕмсем тăрăх 2 номинаципе иртрĕ:

1) «Г.Айхин чăвашла тата вырăсла ҫырнă сăввисене вуласси»;

2) «Ентеш  сăввисене вуласси».

 Иккĕмĕш номинацире В.Солдатов(4б) – 1 вырăна (вĕрентекенĕ: М.И.Иванова), Ю.Галкина – 2 вырӑна (вĕрентекенĕ: М.В.Сугутская),  Я.Головина (7а) - 2 вырăна  (вĕрентекенĕ: Т.Ф.Дмитриева) иухма пултарчӗç.

Тӑван чĕлхине, чӑваш поэзине юратакан ачасене мӗн пур кӑмӑлтан  саламлатпăр, малашне те пысăк ҫитĕнÿсем сунатпăр!