Кашни халăхăн хăйĕн йăла-йĕрки, культури, апат-çимĕçĕ пур. Вĕсем
пурте ламран-лама куçса пыраççĕ. Пирĕн
çав чăваш халăх йăли-йĕркине ачасем патне çитермелле, тытса пымалла.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, И.Я.Яковлева халалланă эрнене малалла
тăснă май, «Çамрăк краевед» кружок членĕсем Т.Ф.Дмитриева ертсе пынипе
чăваш апачĕ çинчен калаçу
ирттерчĕç. Унтан хăйсем пĕçернĕ
апат-çимĕçпе паллаштарчĕç, çавра сĕтел хушшинче тутанса пăхрĕç. Çапла, ачасем чăваш апачĕ
мĕнле сĕтеклĕ, тутлă пулнине пĕлчĕç. Мĕн чухлĕ курмалли, темĕн чухлĕ тĕпчемелли
чăваш апачĕ çинчен.
Юлашкинчен хамăрăн тăван чĕлхене, йăла-йĕркесене мĕн
пĕчĕкрен тытса пымалла тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.
Чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекенсем