«Аслă патриарх кун-ҫулĕн йĕрĕпе» викторина

 

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,

 Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

 Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай Яккӑвӗ

 Мӗн тери илемлӗн, хӑватлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.  Чӑваш чӗлхи халӑхӑн наци пуянлӑхӗ пулса тӑрать.  Паллӑ ҫынсем хушшинче И.Яковлев ячӗ яланах чи çӱлти шайра.  Вӑлах пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Патриарх «Халалӗ» пирӗн ӑрушӑн, ырӑ сунӑм, ырӑ тӗслӗх  вырӑнӗнче юлать.

5-6 класра вӗренекенсем   И.Я. Яковлев пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, «Аслă патриарх кун-ҫулĕн йĕрĕпе» темӑпа хатӗрленӗ викторинӑна хутшӑнчӗç. Мероприяти усӑллӑ та кӑсӑклӑ иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ çинчен сахал мар пĕлнине кăтартса пачĕç.

                     Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем