Иван Яковлева халалланӑ выставка-курав

Иван Яковлева халалланӑ выставка-курав

Чӑваш чӗлхи эрнине уҫнӑ май,  паян шкулта Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарнӑ ятпа выставка-курав йӗркеленчӗ: пӗри - чӑвашла, тепри - вырӑсла. Кӗҫӗн класран пуҫласа аслӑ классем таранах - пурте Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр кӗнекисене алла тытрӗҫ, буклетсемпе, лепбукпа паллашрӗҫ. Ҫак выставка эрне тӑршшӗпех шкула илем кӳрсе тӑрӗ, вӗренекенсене Чӑваш Улӑпӗн кӗнекисемпе паллашма йыхравлӗ.

Фотогалерея