"Иван Яковлев калавӗсене пӗлетӗр-и?" викторина

"Иван Яковлев калавӗсене пӗлетӗр-и?" викторина

Чӑваш чӗлхипе литература эрни малалла пырать. Паян 5-6 класра вӗренекенсем И.Я.Яковлев пурнӑҫӗ - пултарулӑхӗ тата хайлавӗсем  тӑрӑх "Иван Яковлев калавӗсене пӗлетӗр-и?" ятлӑ викторинӑра тупӑшрӗҫ. Ачасем ушкӑнсем ҫине пайланса тӗрлӗ ыйтусем ҫине тӗрӗс хуравсем тупрӗҫ, пысӑк балсем пуҫтарма тӑрӑшрӗҫ.

Ӑмӑртуран ҫакӑ курӑнчӗ: вӗренекенсем Чӑваш Улӑпӗн калавӗсемпе юмахӗсене аван пӗлеҫҫӗ, кашни хайлаври ваттисен сӑмахӗсен пӗлтерӗшне те ӑнланаҫҫӗ. Маттур ӗҫленӗшӗн ачасене вӗрентекенсем пӗчӗк парнесемпе, лайӑх паллӑсемпе хавхалантарчӗҫ.

Фотогалерея