И.Я.Яковлева халалланӑ литература каҫӗ

И.Я.Яковлева халалланӑ литература каҫӗ

Иван Яковлева халалланӑ "Литература каҫне"  5-8 классенче вӗренекен ачасем пуҫтарӑнчӗҫ. Паян вӗсем куракансене Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр пурнӑҫӗ-пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, унӑн калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ сценкӑсем выляса кӑтартрӗҫ.

Мероприяти  7-8 класри ачасем Мая Салампи сӑввисем тӑрӑх хатӗрленӗ литмонтажран пуҫланчӗ. (Вӗрентекенӗ: Т.Ф.Дмитриева).
Ун хыҫҫӑн 6б класс вӗренекенӗсем Тиххӑн Петӗрккин "Ҫутталла" пьеси тӑрӑх инсценировка лартрӗҫ. 5 класра вӗренекенсем вара Иван Яковлевӑн калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ пӗчӗк сценкӑсемпе савӑнтарчӗҫ: "Ҫухалнӑ укҫа тупӑнни", "Кӑлӑхах тавлашакансем", "Ватӑсемпе ҫамрӑксем". (Вӗрентекенӗ: М.И.Иванова). 
Сцена ҫине тухнӑ пӗчӗк артистсем хӑйсене  ирӗклӗн тытма,  ӑсталӑхне кӑтартма пултарчӗҫ.
Литература каҫне пӗтӗмлетнӗ май, вӗренекенсем Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ятне, унӑн пархатарлӑ ӗҫне асра тытма, вӑл вӗрентнӗ пек тӗрӗс ҫулпа утма шантарчӗҫ.

Фотогалерея