Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа Ҫавра сӗтел

Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа  Ҫавра сӗтел

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Т.Ф.Дмитриева тата М.И.Иванова, районти вӗрентекенсемпе пӗрле, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗн  Кивӗ Улхаш вӑтам шкулӗнче Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ регионсем хушшинчи ҫавра сӗтеле хутшӑнчӗҫ. Ӗҫлӗ калаҫура кашниех тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫрӗ. Докладра Татьяна Федоровна - "Иван Яковлев - чӑваш халӑх педагогӗ",  Марина Ивановна - "Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Иван Яковлев уҫнӑ шкулсем" темӑсене уҫса пачӗҫ, диплом илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Мероприяти питӗ курӑмлӑ та усӑллӑ иртрӗ. Унта пуҫтарӑннӑ хастарсем Яковлев халалне пур ҫӗрте асра тытмаллине, ӑна ӑса хывса пурнӑҫра тӗрӗс усӑ курмаллине  палӑртрӗҫ, кирлӗ сӗнӳсем пачӗҫ. Ҫавра сӗтел тухӑҫлӑ иртрӗ.

Фотогалерея